Улатӑр районӗнчи суд приставӗ суя дипломпа ҫӳренӗ. Вӑл ҫын Суд приставӗсен Улатӑр районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2004-2006 ҫулсенче ҫав ҫын (вӑл ун чухне пристав-исполнитель пулса тӑрӑшнӑ) Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илни ҫинчен диплом туяннӑ.
Асӑннӑ документ арҫынна кайран ҫул уҫса пынӑ. Дипломлӑ этем пысӑкран пысӑкрах ӗҫ вырӑнӗсем йышӑннӑ. Суя диплом алӑра пулнӑран «Юриспруденци» специальноҫа та кӗске вӑхӑтра алла илнӗ.
Пурӑнсан-пурӑнсан ултав ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсен пайне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫе суда ярса панӑ.
Улатӑр районӗнче 10-ри ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл шыва путса вилнӗ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ача тантӑшӗсемпе пӗрле Суйкӑн ялӗнчи пӗвене пулла кайнӑ. 10-ри ача шыва кӗме шутланӑ. Шала кӗнӗ те чыхӑнса кайнӑ. Вӑл ишме пӗлмен. Ҫывӑхра аслисем те пулман. Ача шыв тӗпне анса кайнӑ.
Следовательсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри транспорт прокуратури Ростов облаҫӗнчи Шахта хулин судне тавӑҫ тӑратнӑ. Унта вӑл АН-2 самолета вӗҫмешкӗн чарма ыйтнӑ.
Ҫав самолет ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи ял хуҫалӑх уйӗсене сапнӑ чухне пысӑк вольтлӑ линие сиенлетнӗ. Самолета йӗркене пӑхӑнса регистрацилемен-мӗн. Пилотӑн вӗҫме ирӗк паракан сертификат та пулман. Борт ҫинче ҫӑлавпа авари хатӗрӗсем те пулман.
Пилот тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Ҫӗмӗрле» ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: вӑрманта хӗрарӑмпа ача ҫухалса кайнӑ. Кун пирки район администрацийӗн ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах тухнӑ. Хӗрарӑмпа ача Пинер поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем вӗсене хӑвӑртах тупнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре 72 ҫулти хӗрарӑм ҫырлана кайсан ҫухалнӑччӗ. Телее, ӑна тепӗр кунхине тупнӑ: вӑл чӗрӗ-сывах.
Чӑваш Енри коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем асӑннӑ отрасль объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, ӗҫе 59,9 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ.
Ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ енчен Йӗпреҫ (29,0%), Сӗнтӗрвӑрри (31,4%), Ҫӗмӗрле (32,5%) тата Ҫӗрпӳ (34,6%) районӗсем юлса пыраҫҫӗ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ, Тӑвай районӗсем тата Улатӑр хули малта. Вӗсенче палӑртнӑ ӗҫ калӑпӑшӗн 70 процентне пурнӑҫланӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать, шывра чӑмпӑлтатас килет. Ӗнер республикӑра 3 ҫын путса вилни пирки хыпарлать Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ.
Муркаш районӗнче Сурӑм юханшывӗнче 27 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ҫынни пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ, хӑй ӳсӗр пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере 17-ри каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн виллине паян шывран кӑларнӑ. Улатӑр районӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн кимми ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Кӑҫал республикӑра 20 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
Ӗнер ирхине Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче икӗ хӗрарӑм ҫырлана кайнӑ. Анчах вӗсенчен пӗри вӑрмантан тухайман - ҫухалса кайнӑ. Халӗ 72 ҫулти Юлия Витальевна Андреевӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем, ахаль ҫынсем шыраҫҫӗ.
Ҫанталӑк шӑрӑх пулни лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатать. Ҫитменнине, вӑл тӑрӑхри вӑрманта чӑтлӑх нумай.
Хастарсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шырама ҫынсем ҫитмеҫҫӗ. Паянхи ир тӗлне Юлия Андреевӑна тупайман-ха.
Паян Улатӑр районӗнче чутах арҫын путса вилмен. Юрать, иртен-ҫӳрен ӑна асӑрхаса пулӑшма васканӑ.
Ку Первомайский поселокӗнче 12 сехет те 43 минутра пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру пашалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер путма пуҫланӑ. Иртен-ҫӳрен ӑна пӗверен туртса кӑларнӑ та часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна Улатӑр районӗн тӗп пульницине илсе кайнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне илсен, пирӗн республикӑра усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 17,3 пин гектарпа танлашнӑ. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ун пек ҫӗрсен шутне 82,9 пин гектара кӗртме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Волкова нумаях пулмасть иртнӗ канашлура ҫакӑн пек цифрӑсем илсе кӑтартнӑ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра пусӑ ҫаврӑнӑшне 936,8 гектар ҫӗре кӗртнӗ, е планпа пӑхнин 9 процентне.
Муниципалитетсене илсен, Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫак ӗҫе 225 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, Вӑрнар районӗнче – 485 га, Шупашкар районӗнче – 79 га, Ҫӗмӗрле районӗнче – 148 га.
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи тухтӑрсем кӳршӗллӗ Суйкӑнра пурӑнакан 59 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Сӑпса сӑхнӑ хыҫҫӑн унӑн анафилактика шокӗ пулнӑ.
Ун чухне пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ Юрий Иванов отпускра пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм ыйтнипе вӑл кнсультаци пама ӗҫе тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра тӑванӗсем сӑпса сӑхнӑ арҫынна илсе килнӗ. Тухтӑр часрах медсестрана чӗнсе урама чупса тухнӑ.
Арҫыннӑн пичӗ шурса кайнӑ, шыҫӑннӑ, хӑй йывӑррӑн сывланӑ. Чутах тӑнне ҫухатман. Шурӑ халатлисем ӑна урамрах пулӑшу кӳме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Вӗсем ҫитиччен арҫын хӑйне лайӑх туйма пуҫланӑ. Васкавлӑ медпулӑшӑва вӑл хӑйех ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.